Чăваш Енре «Раççей юррисем»
10 кун хушши Чăваш Енре «Раççей юррисем» янăрарĕç. Надежда Бабкина пуçарăвĕпе йĕркеленĕ фестиваль-марафон чăваш халăхне ăшă кăмăл-туйăмпа ырă асаилӳсем хăварчĕ. Çĕр ытла артист регионăн тĕрлĕ кĕтесне çитсе концертсем лартрĕç. Марафон Куславкка тăрăхĕнче вĕçленчĕ. Фестиваль-марафонăн юлашки кунне Куславкка тăрăхĕнче ирттерме ахальтен суйласа илмен. Шăпах çак района кăçал Республика кунне йышăнакан иккĕмĕш лапам тесе çирĕплетнĕ. Раççей артисчĕ Надежда Бабкина, пултаруллă ушкăнсем, юрăçсем килессе вара халăх чăтăмсăррăн кĕтнĕ. – Эпĕ çак концерта пĕр уйăх кĕтнĕ, объявлени вуланă та, кĕтнĕ. Ташласа тăратпăр, юрлатпăр. Паллă артисемпе пĕр сцена çинче Куславкка тăрăхĕнчи культура çурчĕсен çумĕнче йĕркеленнĕ «Шевле», «Энеш», «Хĕвел çаврăнăш», «Эткер» ушкăнсем тата ача-пăча ӳнер шкулĕнчи «Любава» вокал ансамблĕ юрлама тивĕç пулчĕç. ИРАИДА ЛАРИОНОВА: «Эпир ĕнтĕ район шайĕнче мĕн пурĕ те 4 коллектив çак чыса тивĕçнĕ. Çак шутра эпир пулни пире малалла та çĕнĕ çитĕнӳсем валли ăнтăлма вăй-хăват парать. Пирĕн, апла пулсассăн хамăр ята малалла çĕклес тесе çĕнĕ çитĕнӳсем тумалла. Хамăр ята паян тивĕçлипе кăтартма пултармалла». Çак уяв парнелекен ăшă кăмăл-туйăм фолькор ушкăнĕсен çеç мар, мĕн пур халăх асĕнче те ĕмĕр-ĕмĕр упранĕ. Чăваш Енре пурăнакансем Раççей халăх юррисене кăмăлласа итленине, вĕсем пурăнма хавхалану кӳнине палăртрĕç. Надежда Бабкинăн пултарулăхне кăмăллакансем вара уява ятарлă плакат ӳкерсе килме те ӳркенмен. – Чун çĕкленсе кайрĕ, пурăнас килсе кайрĕ, вăй-хăват, çав тери кăмăллă концерт, çав тери. СВЕТЛАНА КАЛИКОВА: «Пирĕншĕн вăл питĕ пысăк уяв, мĕншĕн тесен кашни площадкăра питĕ тăрăшса, питĕ савăнса ĕçлерĕ. Чи пахи вăл пирĕн Чăваш Республикинче пурăнакан çынсен кăмăл-туйăмĕ, вĕсем Надежда Георгиевнăна хапăл туса кĕтсе илчĕç, унăн театрне тата унпа пĕрле килнĕ коллективсене». Ырă вăхăт – хăвăрт иртет, теççĕ халăхра. Надежда Бабкина пуçарнă фестиваль-марафон та Чăваш Енре вĕçленчĕ. 10 кунра паллă артистсем Çĕнĕ Шупашкара, Каçал тăрăхне, Тăвай районне, Патăрьеле, Вăрнара, Çĕрпӳ хулине, Хĕрлĕ Чутая, Кӳкеçе, Куславккана çитсе килчĕç. Чăваш Енре ирттернĕ кунсем çинчен Надежда Георгиевнăна тĕрленĕ Раççей картти аса илтерсе тăрĕ. Юлия Адюкова, Милена Алексеева, Бахтияр Велиев
Название:
Чăваш Енре «Раççей юррисем»
Категория:
Разное